Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫӑпата сыракан мӗшӗлтисем эпир...

«ЧАП хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫланӑ» статьяна вуланӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ шухӑшсене пӗлтересех тетӗп. Ара, чӑваш хастарӗ Николай Лукианов юрист татах темӗнле штаб, орган йӗркелеме сӗнет. Хӑш сӗтел хушшинче кам куҫӗнчен пӑхса ларӗ-ши ҫак орган? Ку питӗ ҫивӗч ыйту. Анчах хуравне пӗлеймерӗм.
Штабсемпе органсем халиччен те пулнӑ: Чӑваш халӑх хуралӗ, ЧОКЦ, ЧОКЦ-2... Чӑваш наци конгресне ирттересси ҫинчен те Чӑваш халӑх хуралӗпе ЧАП пӗлтернӗччӗ («Хыпар», 1992, нарӑс, 21). ЧНК идейисем, тытӑмӗ, тӗллевӗсем витӗмлӗ пулчӗҫ. Вӗсене пурнӑҫлассишӗн республикӑн Аслӑ Канашӗ те ахальтен мар пысӑк вӑй хучӗ.
Лайӑхах ӗҫлеме тытӑннӑ Чӑваш конгресӗ сӳнсе пынин сӑлтавӗ чылай. Раҫҫейре, республикӑра лару-тӑру улшӑнса пынӑҫемӗн ЧНК ӑс-хакӑл штабӗ мар, укҫа ыйтакан кӗлмӗҫ пулса тӑчӗ. Хисепӗ, мӗн пытармалли, республикӑри районсене те ҫитеймерӗ. ЧНК ҫуртне йышпа юсани те усса каймарӗ: вӑл Халӑх ҫурчӗ пулаймарӗ. Нушапа шыраса тупнӑ тытӑма (комитетсемпе пултарулӑх ушкӑнӗсене, Ваттисен Канашне, тӗпелсемпе форумсене, делегатсем суйлас йӗркене, нумай ҫуллӑха палӑртнӑ программӑсене) аркатса тӑкрӗҫ. Конгреса йӗркелекенсене айккинелле тӗксе ярса Президиума ҫине тӑрса йӑвашлатрӗҫ.
Республика Президенчӗ Н.Федоров Шупашкара тӗнче форумӗсен вырӑнӗ тӑвас тесе пуҫарнӑ ӗҫсенче те ЧНК хӑйӗн тӳпине хываймарӗ. Мускаври Пӗтӗм Раҫҫей шайӗпе йӗркеленӗ Пӗрлӗх те Акатуйпа юрӑ-ташӑран ҫӳлерех хӑпараймарӗ.
Хӑшӗ-пӗри фондсемпе центрсем туса пӑхрӗ. Вӗсем уйрӑм ҫынсен харкам кӑмӑлӗсене тивӗҫтересшӗн ҫуралчӗҫ пулмалла. Ҫавӑнпах-тӑр вӗсенчен наци пӗлтерӗшлӗ шухӑш тухни курӑнмарӗ. Н.Адӗр культура фончӗ ячӗпе чӑвашсене малашне чӑваш мар, сӑварсем теме хистенине халӑха пӗрлештерес е ӑнкарулӑхне ӳстерес шутпа каланӑн туйӑнмасть.
Сӗнӳ-канаш паракан нумай. Пурнӑҫлаканӗ кам? Сӑмах — тӗрӗслӗхпе чӑнлӑх тӗкӗрӗ. Ҫавӑнпа шухӑшӑма та сӑмахпа калам: идейӑсӑр, туртӑмсӑр, хавхасӑр нимӗнле культура та, нимӗнле философи те, халӑх юхӑмӗ те йӗркеленмест. Унӑн «штабӗ» такам суйланипе пулмасть. Унта суйланма тивӗҫлӗ вӑйсем кирлӗ. Пур-и вӗсем? Эпӗ тӗшмӗртнӗ тӑрӑх — улттӑ-ҫиччӗрен ытла мар. Ку ӗҫе патшалӑх ҫынни, номенклатура тӳри, ҫӑткӑн пайтаҫӑ, влаҫа, укҫана сутӑннӑ этем юрӑхлӑ мар. Сапаланса каяслӑх, кашниех хӑйӗн ҫулне хӑй пӗлнӗ пек шырама тытӑнаслӑх (тӗслӗх пур: Тутарстанри чӑваш автономийӗ) тымар ан ятӑр тесен Чӑваш халӑх палатине (Общественная палата) е Чӑваш халӑх хуралне (парламентне) пӗр тӑхтамасар туса хумалла.
Халӑх Хуралӗн программинче чӑваш халӑхне пӗрлештерекен, Чӑваш Республикипе Раҫҫее чыс кӳрекен пысӑк тӗллевсем пулмалла. Чӑн малтанах шурӑ Шупашкарта Чӑваш Республикин, чӑваш халӑхӗн сумне мӑнаҫлӑ кӑтартакан Кермен (Наци Дворецӗ) тума тытӑнмалла, ӑна халӑх стройки тесе пӗлтермелле. Унӑн тӑрри — ҫичӗ хутлӑ та сакӑр енлӗ тӑрри — чӑвашӑн тӗнче умӗнчи символӗ пулмалла. Мускав патшалӑх университечӗн тӗп ҫурчӗ е Кремльти Спасск башни пек. Сумлӑ керменте тулайран килекен тӑванхурӑнташа чыслӑ кӗтсе илме, асра юлмалӑх йышӑнма, пӗр вӑхӑт усрама, хамӑрӑн историпе, культурӑпа паллаштарма май килӗччӗ. Ку ыйтӑва, чӳпӗк чӑмланӑ пек, сахалтан та чӗрӗк ӗмӗр сӳтсе яватпӑр. Чӑнах та, ҫӑпата сыракан мӗшӗлтисем эпир — Шупашкарти чӑвашсем.

Виталий Станьял, ӑсчах
«Хыпар», 2010, ака, 21


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-04-26 12:55:40 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2530 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем